Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильев ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев патне пӗр эрне шӑнкӑраваланӑ. Анчах йышӑну пӳлӗмӗнче ӑна пӗр министерствӑран теприн патне шӑнкӑравлама хушнӑ. Ҫапла вӑл Олег Алексеевичпа ҫыхӑнайман.
Вячеслав Васильевӑн вара Олег Николаева каламалли, сӗнмелли пур-мӗн. Халӗ тӗнчене коронавирус сарӑлнӑ, арҫын шӑпах ку енӗпе сыхланмалли мерӑсем пирки каласшӑн иккен. «Алӑ ҫума, маска тӑхӑнма сӗнеҫҫӗ. Анчах пушмак пирки никам та нимӗн те каламасть. Пушмака алӑпа е урапа хываҫҫӗ. Ҫавна май алӑ хуралать. Пушмак хывмалли хатӗр пулсан вара алӑ хуралмасть», - тенӗ Вячеслав Васильев. .
Палӑртмалла: Вячеслав Васильев – Чӑваш Енри изобретатель. Вӑл шухӑшаса кӑларнӑ хатӗрсем пирки федераци каналӗсем те кӑтартнӑ. Арҫын пушмак хывмалли хатӗр шутласа кӑларнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Лидия Андеевна Горбунова пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче 102 ҫул тултарнӑ. Ӑна саламлама тӳре-шара та ҫитнӗ.
Лидия Андеевна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Мӗшӗл ялӗнче кун ҫути курнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче вӑл тӑван колхозра вӑй хунӑ. Унтан вӑл фельдшерпа акушер шкулӗнче ӑс пухнӑ, кун хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай районне ӗҫлеме вырнаҫнӑ.
Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Нина Андреевна ҫемйипе Ҫӗнӗ Шупашкара куҫса килнӗ, вӗсем 2 ачана ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ вӑл 5 мӑнукӗпе, вӗсен 3 ачипе киленсе пурӑнать.
Лидия Горбунова «Ӗҫ вӗтеранӗ» медале тивӗҫнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрман Пилемӗч ялӗнче пурӑнакан ҫемье ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ. Нинӑпа Владимир Шемалаковсем икӗ хутлӑ пӳртре кун кунланӑ. Шел те, кермен пек ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсен кӳрши пирус туртма тухсан ҫулӑм тухнине асӑрханӑ. Вӑл пурне те вӑратнӑ. Кил хуҫисем урама ҫири тумпа чупса тухнӑ. Ҫурт йӑлтах тӗп тунӑ, нимӗн те илсе тухма май килмен.
«Хунямапа хуняҫа чӗрӗ юлчӗҫ. Анчах нимӗн те ҫалаймарӑмӑр, ӗнесемсӗр пуҫне. Вӗсем мӗнпе ҫывӑрнӑ, ҫавӑнпа урама чупса тухнӑ», - каласа кӑтартнӑ Оксана Шемалакова. Халӗ вӗсем Нина ҫуралса ӳснӗ пӳртре пурӑнаҫҫӗ.
Ҫулӑм ҫав каҫ вӑйлӑ алхаснӑ. Малтан сарайпа гаража сӳнтернӗ, унтан пӳрт ҫунма тытӑннӑ. Сарайӗнчен ӗнесемпе пӑрусене илсе тухнӑ, сысна, чӑхсем, кушаксем ҫунса кӗлленнӗ.
Чӑваш Енре таркӑнсемпе контрактниксем йышланнӑ. Ҫакӑн пирки пӗлтернӗ паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче иртнӗ ирхи планеркӑра Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Наталья Тимофеева.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, Шупашкар тата Канаш хулисенче, ҫавӑн пекех Красноармейски, Куславкка, Вӑрнар тата Тӑвай районӗсенче кӗрхи призывпа плана тултарайман.
Ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Шупашкар хули, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Элӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Канаш, Вӑрмар, Шӑмӑршӑ, Комсомольски, Ҫӗмӗрле районӗсенче плана ирттерсе тултарнӑ. Вӗсене пула республикӑри плана тултарма мйа килнӗ.
Чӑваш Енре иртнӗ ҫулхи кӗрхи призыв вӑхӑтӗнче контрактниксен тата ҫар службинчен тарса ҫӳрекенсен (военкоматсенче ӗҫлекенсем килте тупайман ҫамрӑксен) шучӗ йышланнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакансем – маттур. Унти халӑх пӗлтӗр плотина урлӑ кӗпер тунӑ.
Кӗпер самаях пысӑк – 45 метр вӑрӑмӑш. Халӑх кӗпере ятарласа хӗлле, пӑр шӑннӑ чухне, тунӑ. Ара, унсӑрӑн йывӑр техника та кирлӗ-ҫке-ха. Ҫынсем укҫа пухса тимӗр пӑрӑхсем, профильсем туяннӑ. Пиломатериалсемпе вырӑнти влаҫ органӗ тивӗҫтернӗ.
«Туссемпе пухӑнтӑмӑр – Петя Артемьев, Роберт Бахмутов, пирӗн урамри Агатеев Петя. Шутларӑмӑр та – атя тӑвар! Пӗр кунра свая ҫапрӑмӑр, тепӗр кун варринче, тарӑн вырӑнта, бетон юпасем лартрӑмӑр, кайран хӗл тӑршшӗпе ӗҫе майӗпен пурнӑҫларӑмӑр», - каласа кӑтартнӑ Карапашра пурӑнакан Владислав Самойлов.
Ял халӑхне ку кӗпер питӗ кирлӗ. Ара, кӳршӗ яла ҫитес тесен (унта чиркӳ вырнаҫнӑ) плотина тавран кайма тивнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Аксарин ялӗнче пурӑнакан Вячеслав Васильева Раҫҫейӗпех пӗлеҫҫӗ тесен те йӑнӑш мар. Ара, ӑна федераци каналӗсемпе пӗрре мар кӑтартнӑ. Халӗ ав маттур арҫынпа «Пӗрремӗш каналпа» пыракан «Ырӑ ир» кӑларӑм валли сюжет ӳкернӗ.
Хальхинче Вячеслав Васильев хӑй шухӑшласа кӑларнӑ кӗреҫепе тӗлӗнтернӗ. Унпа юр хырма питӗ меллӗ. Кӗреҫе юр тасатнӑ чухне йӗлтӗр пек шӑвать, ҫавна май харӑсах 80 килограмм ҫӗклеме пулать-мӗн.
Сӑмах май, малтан федераци каналӗпе Вячеслав Васильев шухӑшласа кӑларнӑ «курака», ҫырла йӑранӗсене сыхлаканскере, кӑтартнӑ. Чӑштӑртатаканскер каюрасене те хӑратать-мӗн.
Чӑваш пуканин ӑсти Терентий Дверенин пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ҫакӑн пирки Маргарита Красотина журналист Фейсбукра ӗнер пӗлтернӗ.
Терентий Парамонович пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче ҫуралнӑ. Рационализаторла сӗнӳсен авторӗ те вӑл, пахчаҫӑ та. 85-е ҫитсен чӑваш пуканине ӑсталама тытӑннӑ.
2010 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Пуканесене хӑйӗн ачисем вырӑнне хурсах хакланӑ. Ӑста пӗр ӗмӗрхине уявланӑ кун, пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичпӳрте республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев ҫитнӗччӗ. Ватта вӑл Чӑваш Республикин Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ячӗпе Тав ҫырӑвӗпе тата алла ҫыхмалли сехетпе хавхалантарнӑччӗ.
Чӑваш Енри районсенче 15 шкул автобусӗ панӑ, вӗсемпе шкул сумкакне такӑрлатакан ачасене илсе ҫӳрӗҫ.
ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ распоряженире палӑртнӑ тӑрӑх, Канаш, Куславкка, Вӑрмар районӗсенче икшер автобус лекнӗ. Патӑрьел, Йӗпреҫ, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк районӗсене, Улатӑр, Канаш тата Шупашкар хулисене пӗрер транспорт панӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ултавҫӑсем Чӑваш Енре пурӑнакан хӗрарӑмран 217 пин тенкӗ «сӑптӑрнӑ».
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм 300 пин тенкӗ кредит илме палӑртнӑ. Хайхискер тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ, онла йн-мелпе заявка панӑ.
Хӗрарӑм кредит илес тесе пӗлетерӳре кӑтартнӑ номерпе шӑнкӑравланӑ. Лешсем страхлав взносӗ тумалла тесе тата темӗн те пӗр суйса хӗрарӑма 217 пин тенкӗ куҫарттарнӑ. Ҫав укҫан пӗр пайне хӗрарӑм ҫынран кивҫен илсех куҫарса панӑ.
Хайхискер хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайса заявлени ҫырнӑ.
Эсир хӗл варринче асамат кӗперӗ тухнине курнӑ-и? Ӗненмелле мар пек-и? Кӑлӑхах иккӗленетӗр. Ҫӗнӗ ҫулччен пӗр эрне юлчӗ. Паян вара, раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, республикӑри хӑш-пӗр районта пурӑнакансем асамат кӗперӗ тухнине курнӑ.
Паян ирхине Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче асамат кӗперӗ тухнӑ. ZaRulem.ws тата «Погода в Чувашии» (чӑв. «Чӑваш Енри ҫанталӑк») сайтсенче пӑхса тӑракансем хӑйсем тунӑ сӑнӳкерчӗксене кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.05.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Михайлов Валерий Юрьевич, РСФСР Аслӑ Канашне суйланнӑ депутат ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
| Васильева Ольга Леонидовна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |